Самана

4
Plate: (C M Y K ) СУЙЛАВÇĂСЕН 9 ПРОЦЕНЧĔ ÇЕÇ ИГНАТЬЕВШĂН САСĂЛАСШĂН М. Игнатьев республикăна ерт- се пынă вăхăтра çынсем ăна еплерех хакланине пĕлес тесе ыйтăм (опрос)ирттернĕ. (http://u. to/29c9DA) Хурав панă чухне 4 вариант сĕннĕ: «Лайăх», «Нимĕнле те», «Япăх», «Питĕ япăх». Мĕнле хак панă-ха халăх Чăваш Ене 4 çул ытла ертсе пыма хăтланса пăхнă çынна?Тÿрех каламал- ла паянхи влаçшăн ним савăнмалли çук. Камăн лар- са, камăн выртса макăрмалла! Чи малтан Игнатьевăн…Ыйтса пĕлнĕ çынсен 36 проценчĕшĕн Тăманакасси Мишши те пур, те çук - пирĕншĕн çавах тенĕ. Халăхăн 31 проценчĕ Чăваш Ене ертсе пынă этеме «япăх» хак панă. Çынсен 24 проценчĕ ва- ра Игнатьев ертсе пынă вăхăта республикăшăн «питĕ япăх» çулсем тесе шутлать. Халĕ вара - чи интересли! Пĕлетĕр-и? - Михаил Игнатье- ва йĕркеллĕ, ăслă-тăнлă пуçлăх тесе халăхăн 9 (!) проценчĕ çеç йышăнать, «лайăх» хак па- рать! Акă вăл – ăçта чăнлăх! Игнатьевшăн Чăваш Респу- бликинче 9 процент кăна сасăласшăн! ВĂЛ ХĂЙ ГЛАВА ПУЛАСШĂН МАР, АНЧАХ… Шанчăклă çăлкуçсем тата тепĕр питĕ интереслĕ факт пир- ки пĕлтереççĕ. Çывăх юлташĕсем каласа панă тăрăх, Михаил Игна- тьев хăй те Чăваш Республикине урăх ертсе пырасшăн мар. Сен- тябрьти суйлава хутшăнас кăмăлĕ те пулман иккен унăн. Анчах та Мускаври темĕнле олигарх- сем Игнатьева вăйпах хистесе- хăратса Чăваш Ен Пуçлăхне ларма хушнă имĕш! Михаил Игнатьев паян хăй те малашне мĕн тумаллине пĕлмест. Кунĕн-çĕрĕн пуçне ватать – мĕн тумалла? Суйлав кампанине вăйпах хутшăнма тивнĕрен халĕ Игнатьев кунĕ-кунĕпе ялсем- хуласем тăрăх чупать – халăх тунă ĕçе хăй пурнăçланă пек кăтартма тăрăшать. Анчах пĕлет вăл, чухлать хăй те – халăха нимĕнпе те улталама çук. Миха- ил Игнатьев сентябрьти суй- лавра çĕнтереймесси пирки питĕ лайăх ăнланать пулсан та ним те тăваймасть – Мускаврисем каçармаççĕ. Владимир Путин Президентăн халăхшăн тăрăшса кăларнă чи пĕлтерĕшлĕ Указĕ - «Чăваш Республикин Пуçлăхне Игнатьева хăй ирĕкĕпе отставкăна ярасси». Аса илтеретпĕр, Михаил Васильевич пирĕн республикăна 2010 çултанпа ертсе пычĕ. Анчах та саккун ыйтнă пек хăй тивĕçне вĕçне çитиччен йĕркеллĕ пурнăçласа пыраймарĕ. Полномочисем вĕçлениччен 3 уйăх юлсан хăйне ĕçрен кăларма ыйтса Путина заявлени çырса пама тиврĕ унăн. Михаил Игнатьев халĕ Чăваш Республикине вăхăтлăха кăна ертсе пырать, малашне ĕçлеме вара унăн нимĕнле шанс та çук. 2015 çулхи сентябрĕн 13-мĕшĕнче иртекен суйлавра паллă политиксем Игна- тьев çĕнтереймест тесе шутлаççĕ. Калăпăр, Раççей политологĕ Дмитрий Ореш- кин РБК телеканалта эфира тухса Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавĕнче Михаил Игнатьев çĕнтересси питĕ иккĕленÿллĕ тесе пĕлтерчĕ. Мĕншĕн-ха нумайăшĕ çак суйлавра Игнатьев намăс курса выляса ярать теççĕ? Çапла шутлама сăлтав пит нумай. МИХАИЛ ИГНАТЬЕВА - ОТСТАВКĂНА! ШУХĂШ НИМЕ ТĂМАН ПУÇЛĂХСЕМ ХАЛĂХА УРА ХУРАÇÇĔ Чăваш Енре халăхăн пурнăç шайĕ Раççейри ытти регионсенчипе тан- лаштарсан самай юлса пырать. Кун- та промышленноçа , ял хуçалăхне ата- лантарассипе тĕллевлĕн ĕçлени пачах та курăнмасть.Тутар, Пушкăрт, Морд- ва тата ытти республикăсенче В.Путин Президентăн çĕр-шыв экономикине аталантарас енĕпе лартнă зада- чисене пурнăçлама вырăнти наука, инженерипе техника ресурсĕсене хутшăнтараççĕ. Чăваш Республикинче вара экономикăна, приклад- ной наукăсене ÿсĕмлĕн аталанма пулăшмашкăн кунти вăйлă пред- приятисен финанс хăвачĕпе те усă курма пĕлмеççĕ. Чăваш çĕрĕ çинче ĕмĕртенпех ĕçчен те ăслă-тăнлă халăх пурăннă. Анчах та пурнăçа йĕркелесе пыма пĕлмен пуçлăхсем ăна йĕркеллĕ аталанма чăрмантараççĕ. В.Тихонов, СССР тата РФ патшалăх хăрушсăрлăхĕн хисеплĕ сотрудникĕ, отставкăри генерал-майор. ЫЙТУ - ХУРАВ ИГНАТЬЕВ ÇĔР УЛПУЧĔ МАР-И? Пирĕн Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕлĕкхи улпутсем пек çĕр ну- май тытса тăрать теççĕ. Тĕрĕсех-и ку? В.Уткин, Комсомольски районĕ Михаил Игнатьев çинче 50.599 тăваткăл метр çĕр лаптăкĕ шутланса тăрать. Унсăр пуçне арăмĕпе иккĕшĕн тата 3 çĕр участокĕ пур – 2.000, 5000 тата 623 тăваткăл метр лаптăк йышăнаканнисем. Çапла, çаксене кура Игнатьева çĕр улпучĕ теме те май пур. Тата пĕлтĕр ăна ре- спублика пуçлăхĕн пуканне ăшăтса ларнăшăн бюдже- тран 3 миллион та 606 пин укçа тÿленĕ. Апла чăн-чăн улпут сирĕн Игнатьевăр. 2-мĕш стр. Михаил Игнатьев кулăш кĕнеки кăларнă 3-мĕш стр. Укçашăн антăхакан тăван амăшне сутнă 2015 ç. 3-мĕш №

Upload: newspaper-vzyatka

Post on 23-Jul-2016

215 views

Category:

Documents


1 download

DESCRIPTION

Чувашская народная газета(на чувашском языке)

TRANSCRIPT

Page 1: Самана

Plate: (C M Y K )

СУЙЛАВÇĂСЕН 9 ПРОЦЕНЧĔ ÇЕÇ ИГНАТЬЕВШĂН

САСĂЛАСШĂН

М. Игнатьев республикăна ерт-се пынă вăхăтра çынсем ăна еплерех хакланине пĕлес тесе ыйтăм (опрос)ирттернĕ. (http://u.to/29c9DA)

Хурав панă чухне 4 вариант сĕннĕ: «Лайăх», «Нимĕнле те», «Япăх», «Питĕ япăх». Мĕнле хак панă-ха халăх Чăваш Ене 4 çул ытла ертсе пыма хăтланса пăхнă çынна?Тÿрех каламал-ла – паянхи влаçшăн ним савăнмалли çук. Камăн лар-

са, камăн выртса макăрмалла! Чи малтан Игнатьевăн…Ыйтса пĕлнĕ çынсен 36 проценчĕшĕн Тăманакасси Мишши те пур, те çук - пирĕншĕн çавах тенĕ. Халăхăн 31 проценчĕ Чăваш Ене ертсе пынă этеме «япăх» хак панă. Çынсен 24 проценчĕ ва-ра Игнатьев ертсе пынă вăхăта республикăшăн «питĕ япăх» çулсем тесе шутлать.

Халĕ вара - чи интересли! Пĕлетĕр-и? - Михаил Игнатье-ва йĕркеллĕ, ăслă-тăнлă пуçлăх тесе халăхăн 9 (!) проценчĕ çеç йышăнать, «лайăх» хак па-рать! Акă вăл – ăçта чăнлăх!

Игнатьевшăн Чăваш Респу-бликинче 9 процент кăна сасăласшăн!

ВĂЛ ХĂЙ ГЛАВА ПУЛАСШĂН МАР, АНЧАХ…

Шанчăклă çăлкуçсем тата тепĕр питĕ интереслĕ факт пир-ки пĕлтереççĕ. Çывăх юлташĕсем каласа панă тăрăх, Михаил Игна-тьев хăй те Чăваш Республикине урăх ертсе пырасшăн мар. Сен-тябрьти суйлава хутшăнас кăмăлĕ те пулман иккен унăн. Анчах та Мускаври темĕнле олигарх-сем Игнатьева вăйпах хистесе-хăратса Чăваш Ен Пуçлăхне

ларма хушнă имĕш!Михаил Игнатьев паян хăй те

малашне мĕн тумаллине пĕлмест. Кунĕн-çĕрĕн пуçне ватать – мĕн тумалла? Суйлав кампанине вăйпах хутшăнма тивнĕрен халĕ Игнатьев кунĕ-кунĕпе ялсем-хуласем тăрăх чупать – халăх тунă ĕçе хăй пурнăçланă пек кăтартма тăрăшать. Анчах пĕлет вăл, чухлать хăй те – халăха нимĕнпе те улталама çук. Миха-ил Игнатьев сентябрьти суй-лавра çĕнтереймесси пирки питĕ лайăх ăнланать пулсан та ним те тăваймасть – Мускаврисем каçармаççĕ.

Владимир Путин Президентăн халăхшăн тăрăшса кăларнă чи пĕлтерĕшлĕ Указĕ - «Чăваш Республикин Пуçлăхне Игнатьева хăй ирĕкĕпе отставкăна ярасси».

Аса илтеретпĕр, Михаил Васильевич пирĕн республикăна 2010 çултанпа ертсе пычĕ. Анчах та саккун ыйтнă пек хăй тивĕçне вĕçне çитиччен йĕркеллĕ пурнăçласа пыраймарĕ. Полномочисем вĕçлениччен 3 уйăх юлсан хăйне ĕçрен кăларма ыйтса Путина заявлени çырса пама тиврĕ унăн.

Михаил Игнатьев халĕ Чăваш Республикине вăхăтлăха кăна ертсе пырать, малашне ĕçлеме вара унăн нимĕнле шанс та çук.

2015 çулхи сентябрĕн 13-мĕшĕнче иртекен суйлавра паллă политиксем Игна-тьев çĕнтереймест тесе шутлаççĕ. Калăпăр, Раççей политологĕ Дмитрий Ореш-кин РБК телеканалта эфира тухса Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавĕнче Михаил Игнатьев çĕнтересси питĕ иккĕленÿллĕ тесе пĕлтерчĕ.

Мĕншĕн-ха нумайăшĕ çак суйлавра Игнатьев намăс курса выляса ярать теççĕ? Çапла шутлама сăлтав пит нумай.

МИХАИЛ ИГНАТЬЕВА - ОТСТАВКĂНА!

ШУХĂШНИМЕ ТĂМАН ПУÇЛĂХСЕМ

ХАЛĂХА УРА ХУРАÇÇĔ

Чăваш Енре халăхăн пурнăç шайĕ Раççейри ытти регионсенчипе тан-лаштарсан самай юлса пырать. Кун-та промышленноçа , ял хуçалăхне ата-лантарассипе тĕллевлĕн ĕçлени пачах та курăнмасть.Тутар, Пушкăрт, Морд-ва тата ытти республикăсенче В.Путин

Президентăн çĕр-шыв экономикине аталантарас енĕпе лартнă зада-чисене пурнăçлама вырăнти наука, инженерипе техника ресурсĕсене хутшăнтараççĕ. Чăваш Республикинче вара экономикăна, приклад-ной наукăсене ÿсĕмлĕн аталанма пулăшмашкăн кунти вăйлă пред-приятисен финанс хăвачĕпе те усă курма пĕлмеççĕ. Чăваш çĕрĕ çинче ĕмĕртенпех ĕçчен те ăслă-тăнлă халăх пурăннă. Анчах та пурнăçа йĕркелесе пыма пĕлмен пуçлăхсем ăна йĕркеллĕ аталанма чăрмантараççĕ.

В.Тихонов, СССР тата РФ патшалăх хăрушсăрлăхĕн хисеплĕ сотрудникĕ, отставкăри генерал-майор.

ЫЙТУ - ХУРАВИГНАТЬЕВ ÇĔР УЛПУЧĔ МАР-И?

Пирĕн Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕлĕкхи улпутсем пек çĕр ну-май тытса тăрать теççĕ. Тĕрĕсех-и ку?

В.Уткин, Комсомольски районĕ

Михаил Игнатьев çинче 50.599 тăваткăл метр çĕр лаптăкĕ шутланса тăрать. Унсăр пуçне арăмĕпе иккĕшĕн тата 3 çĕр участокĕ пур – 2.000, 5000 тата 623 тăваткăл метр лаптăк йышăнаканнисем. Çапла, çаксене кура Игнатьева çĕр улпучĕ теме те май пур. Тата пĕлтĕр ăна ре-спублика пуçлăхĕн пуканне ăшăтса ларнăшăн бюдже-тран 3 миллион та 606 пин укçа тÿленĕ. Апла чăн-чăн улпут сирĕн Игнатьевăр.

2-мĕш стр.

Михаил Игнатьев кулăш кĕнеки кăларнă

3-мĕш стр.

Укçашăн антăхакан тăван амăшне сутнă

2015 ç. 3-мĕш №

Page 2: Самана

Plate: (C M Y K )

2 САМАНА #3 (03) 2015 ç.ИГНАТЬЕВ МЫСКАРИСЕМ

ЧĂВАШ ХУШШИНЧЕ ÇĔНĔ БРЕЖНЕВ ÇИТĔННĔ Е ЙĂКНАТЕВ КĔНЕКЕ КĂЛАРНĂ – КУЛСА ВИЛЕН :)

«МЫСЛИСЕМ» ХĂЙĔНЕХ-ШИ - Е КОНОВАЛОВПА БУЛАНКИНĂН?

Хайхискер, çак Михаил Иг-натьев та, Брежневран юлас мар тесе, çынсене тара тытсах кĕнеке кăларнă. Вырăсла тухнă «шедевр» шайне лармалли çав кĕнеке, «Мысли в слух» ятпа. Иг-натьева кĕнеке çырса паракан-сен йышĕнче – «Хыпар» хаçатра ĕçлекен Николай Коновалов, «Чебоксаркие новости» хаçат редакторĕ Лариса Буланкина, пĕр

вăхăртах хуçан фотографĕ тата предпринимательсен прависене хутĕлекен уполномоченнăй пулса ĕçлекен Владимир Иванов, Му-скавран Игнатьева Кăлавана лар-ма пулăшмашкăн ятарласа килнĕ Алексей Завадских, хуçан пресс-секретарьши Светлана Каликова. Эх, мĕнле мĕкĕçленсе тапаçланнă пуль çак юлташсем Михаил Игнатьевшăн тарла-тарла! Пурте йĕркеллех пулсан вĕсем хуçипе пĕрле Патшалăх премине те илеççĕ пуль, иçмасса? Брежнев хăйĕн кĕнекисемшĕн илнĕччĕ.

ÇАМРĂКСЕМ МĂШКĂЛАНĂ … КĂЛАВАРАН

М.Игнатьев хăйĕн пĕрремĕш кĕнекипе мухтанма интернет ачи-сене - блогерсене - Шупашкар районĕнчи пĕр кÿлĕ хĕрне пухнă. Çитерсе-ĕçтерсех хăналанă хай-хискерсене, анчах та лешсем – «неблагодарнăйсем» - тепĕр кун-не Тăманакасси Мишшин «Мысли в слух» кĕнекине мухтас вырăнне интернетра веç хурласа пăрахнă.

Ара, çав интернет чурисене – блогерсене – ăнланма пулать. Чăваш Брежневĕн – Игнатьевăн - кĕнекинче вичкĕн куçлă, тăнлă пуçлă çамрăксем купи купипе йăнăш тупнă. Ай,тур-тур!!! Мĕнле-

ха апла вара çавнашкалах «лохануться» тумалла пулнă Игнатьевăн? Ахаль-махаль çын мар-иç - целый Чăваш Кăлави!

ЭП КĂЛАВАНА ЛАРСАН ÇЕÇ АЙДАКА ХИСЕПЛЕМЕ ПУÇЛАРĔÇ

Тăманакасси ачи пĕчĕкренех суйма маçтăр пулнă теççĕ пĕлекенсем. Хальхинче те киревсĕр йалана пăрахман вăл. «Мысли в слух» кĕнекен 29-мĕш страницинче Игнатьев 1999 çулччен Шупашкар районĕнче

шыв та пулман тет. Васпати! Мĕнле пурăннă-ши ва-ра çынсем унччен? 41-мĕш страницăра вара вăл «эпĕ Кăлавана ларсан çеç республикăра Аркадий Айда-

ка хисеплеме пуçланă» тесе ĕнентерет. Ма суймалла ĕнтĕ? Айдак совет самани вăхăтĕнчех пĕтĕм Совет Союзĕпе паллă çын пулнă. Ăна СССР Верховный Совечĕн депутатне суйланă, ăна тĕнчипех хисепленĕ, пĕлнĕ.

ИГНАТЬЕВ КИЛСЕН ВАТ ÇЫНСЕМ ЫТЛАРАХ ВИЛМЕ

ПУÇЛАРĔÇ68-мĕш страницăра Игна-

тьев Чăвашри демографи лару-тăрăвĕпе мухтанать. Мĕн мухтанмалли-ши? «2015 çулхи январь-июнь уйăхĕсенче пĕлтĕрхи çав тапхăртипе тан-лаштарсан вилекенсен шучĕ 2,2% ÿснĕ. Тата вилекенсен йышĕ çуралаканнисенчен 3,6 % нумайрах», - каласа па-рать Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Са-мойлова. 85 çултан аслăрах çынсем Игнатьев влаçа кил-сен 1,3 хут нумайрах вилме пуçларĕç! Министр çапла калать пулсан – ĕненмеллех!

Елчĕкпе Комсомольски районĕсенче пурăнакансен Патшалăх Канашĕнчи депутачĕ Петр Краснов та тĕлĕнет: «Марисем, удмуртсем, ыт-ти регионсенче ватă çынсем

çавнашкал йышлăн вилмеççĕ, мĕншĕн пирĕн патра апла, хам та пĕлмес». Çав вăхăтрах Игнатьев Кăлава каш-ни кĕтесре «эпир ватă çынсен пурнăçне лайăхлатассишĕн тем те тăватпăр» текелесе çÿрет. Суять! Чăваш çав тери ухмах тет-ши? ЗАВОДСЕМ ĔÇЛЕМЕÇÇĔ, ИГНАТЬЕВ ТĂВАНĔСЕМ

ПУЯÇÇĔ Мĕн каласси пур ĕнтĕ –

пирĕн республикăра вăй-питти çынсем те йĕркеллĕ ĕçлесе илеймеççĕ. Ĕç укçи енĕпе чăвашсем Раççейре те, Атăл тăрăхĕнче те чи кайра мĕкĕлтетсе пыраççĕ. Игнатьевшăн

чи малта - тăванĕсем, кумĕсем, вĕсемшĕн ытларах тăрăшать. Тĕрмере 6 çул ларнă тăван пиччĕшне - Санькка Игнатьева - пысăк укçа çине «Чувашавто-дора» вырнçтарнă.

Мĕн тума кирлĕ ăна хура халăх?! Шупашкарти трактор завочĕ, агрегат завочĕ хупăнчĕç, чукун çул çинче ĕçлекенсене кăлара-кăлара ячĕç. Мĕнпе те пулин пулăшрĕ-и ĕçсĕр юлнă çынсене Миахил Игнатьев? Шиш!

ШУР АТĂЛТАН ШĂРШЛĂ ШУРЛĂХ ТĂВАС ТЕТ ВĂЛ

«Мысли в слух» кĕнекен 152-мĕш страницинче Шупашкар ГЭСĕнчи хальхи шыв шайĕ 65 метр тесе çирĕплетнипе Игна-тьев ниме юрăхсăр пуçлăх пул-нине питĕ лайăх кăтартса па-рать. Миçе çул ĕнтĕ Атăлти шыв шăршланса ан кайтăр тесе ăна паянхи 63 метран 68 метр çÿллĕшне хăпартасси пир-ки çапăçаççĕ, Иг-натьев вара çавна та пĕлмест. Тĕлĕнсе каймалла «Глава Чува-шии» пирĕн Игнатьев! Çулĕпе Брежнева çитме иртерех пек-ха, анчах ăсĕпе халех ватăлса çитнĕ пек туйăнать.

Тин кăна тата Мускавран лайăх мар хыпар çитрĕ: Раççей прави-тельстви Шупашкар тĕлĕнчи Атăл шайне халăх ыйтнă пек 68 метр хăпартма килĕшмен. Чул-хулапа Мари Эл хуçисем Мускав-

рисене ÿкĕте кĕртме пултарнă – Шупашкар ГЭСĕ 63 метрлă шыв шайĕпех юлчĕ ĕнтĕ. Михаил Иг-натьев Чăваш Республикин Пуçлăхĕнче юлас тесе, оли-

гархсемпе пĕр шухăшлă пулса шур Атăлтан шăршлă шурлăх тăвас çул çине тăчĕ. Аслă юхан-шыва упраса хăварас вырăнне республикăна ертсе пыракансем ăна тĕп тума ирĕк паракан доку-ментсене ала пуссах çирĕплетнĕ. Тĕлĕнсе хытса каймалла. Совеçĕ те юлман-ши çав Игнатьевăн? Кунсем иртĕç, çулсем иртĕç, ан-чах чăваш халăхĕ авалтан сума суса пурăнакан Атăл-аттерен мăшкăлласа шăршлă кÿлĕ тăвас çул çине тăнăшăн нихăçан та каçарас çук! Çавна манса ан кайăр, Михаил Васильевич!

ПРЕДСЕДАТЕЛЕ СУЙЛАСАН 3 КУН КИЛТЕ

ПЫТАНСА ПУРĂННĂРеспублика Пуçлăхĕ

пулассишĕн çунаканăн кĕнекин-че анекдот манерлĕ япаласем те пайтах. Михаил Игнатье-ва хăйне ялĕнче колхоз пред-седательне суйласан вăл 3 кун ĕçе тухмасăр килĕнче пы-танса пурăннă иккен. Парти райкомĕнченех шырама килнĕ çухалнă çĕнĕ колхоз предсе-дательне. Те кулмалла ун пек çынсенчен, те хĕрхенмелле вĕсене?

«Мысли вслух» кĕнекери чи вăйлă япала вара Михаил Игна-тьев çурран юр тăрăх арăмĕпе ĕрĕхсе чупни çинчен каласа пани пулĕ, тупата.

«РФ Патшалăх Канашĕн ĕçне хутшăнма эпир арăмпа Муска-ва кайма тухрăмăр. Анчах та çав кун Мускавра пăрлă çумăр çуса лартнă та поезд кашни станци-ре чарăнма пуçласа кайрĕ. Эпир Мускава графикран 4 сехет ка-

ярах юлса çитсе пыраттăмăр. Патшалăх Канашĕ вара 13 сехе-тре пуçланмалла. Мĕн тумал-ла? Арăмпа поездран антăмăр та яра патăмăр пăрпа виттĕннĕ юр тăрăх. Эх чупатпăр çав иккĕн – пушмаксене веçех чĕрсе-çĕмĕрсе пĕтертĕмĕр. Çапах та эп ĕлкĕртĕмех - ка-нашлу пуçланиччен 5 минут юлсан чупса кĕтĕм. Сăмах май, çĕнĕ пушмакпа», - каласа

парать хăйĕн чаплă кĕнекинче Игнатьев.

Чăннипех те вăйлă вĕт Тăманакасси Мишшин «Мысли вслух» кĕнеки? Çын тĕлĕнсе каймалла, çапла-и? 50 пин тиражпа кăларнă Игна-тьев шухăшĕсемпе паллашма,

тен, пурин те май килмĕ те «Са-мана» вулаканĕсене кунта çутта кăларас терĕмĕр.

Унтри Иванов, Шупашкар.

Совет саманинчи вилĕмсĕр Ген-сек Леонид Брежнев кăкăр тулли орден-медаль çакса çÿренипе асра юлнăччĕ. Тата «Малая земля», «Це-лина» йышши кĕнекесем çырса чапа тухнипе те нумайĕшĕ ăна астăвать. Анчах кайран çав кĕнекесене Ген-сек хăй мар, ятарласа тара тытнă çынсем çырни паллă пулчĕ.

Брежневран тĕслĕх илнĕ чăвашсем хушшинче унччен пулманччĕ те халĕ акă тупăннă. Кам тетĕр-и? Ара, хăй, Шупаш-кар районĕнчи Тăманакасси ялĕн чăвашĕ Михаил Игнатьев! Унччен пĕр хушă вăл Чăваш Республикине те ертсе пычĕ. Нумаях пулмасть ăна Владимир Путин отставкăна ячĕ те халь тепĕр хут Кăлава пулассишĕн чупса çÿрет, апăрша ачи.

Page 3: Самана

Plate: (C M Y K )

3САМАНА#3 (03) 2015 ç. ХĂРУШĂ ИГНАТЬЕВ

Ку хыпар республикăра пурăнакансене кăна мар, пĕтĕм çĕр-шыва хумхантарса-тарăхтарса ячĕ. Шупаш-кар районĕнчи Тăманакасси ялĕнче çуралса ÿснĕ Михаил Игнатьев шутсăр тăрăшнипе Чăваш Енре тата тепĕр хи-ми завочĕ тума пуçласшăн иккен! Ахаль те сывлăх ен-чен япăхлансах пыракан чăваш халăхне çапла мăшкăл кăтартасшăн çунакан çынна мĕн каламалли юлать ĕнтĕ? Намăс, Михаил Васильевич! Укçашăн антăхса тăван аннÿне те сутса яратăн!ХИМЗАВОД ЛАРТСА ПАРАÇÇĔ

… ЧĂВАШСЕМ ИГНАТЬЕВА СУЙЛАСАН

2019 çул тĕлне «Группа Орг-синтез» (Виктор Вексель-берг олигархăн «Рено-ва» корпорацине кĕрет) та-та китайсен «SichuanBeier и SichuanLutianhua» компанийĕсем Çĕнĕ Шупаш-кар хулинче хими имçамĕсем кăларакан завод туса лартма йышăннă. Глифосат йышши хăрушă наркăмăша чăваш çĕрĕ çинче çулталăкне 30 пин тонна кăларма тытăнасшăн. Çĕнĕ завод тума кунти оли-гархсемпе китаецсем 2 милли-ард доллар хывма палăртнă.

Чăваш Республикин эконо-мика министрĕ Владимир Ав-релькин каласа панă тăрăх, укçа йÿнелсе кайнăран Ки-тая пирĕн çĕр-шывра сут-ма тупăшлах мар иккен халĕ. Çавăнпа та хĕсĕк куçлă ăслă азиатсем хăйсен завочĕсене Раççейе илсе тухма шутланă. Тата ахаль йышшисене те мар – шăпах этем сывлăхĕшĕн хăрушшисене. Министр пысăк кăмăлпах китайсем 2016-2017 çулсенче çĕнĕ химза-вод тума пуçăнасси пирки пĕлтерчĕ.

«Группа Оргсинтез» компа-нирен пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Енре тума пуçлакан çĕнĕ хим-

завод Раççей умĕнчи нумай проблемăна татса пама тивĕç. Уйри çум-курăка пĕтернĕ çĕрте усă куракан глифосата ха-личчен çĕр-шыв тулашĕнчен кÿрсе килнĕ. Малашне вара ăна кунта кăларма пуçласан çак наркăмăшпа Раççейе кăна мар, пĕтĕм СНГна тивĕçтерме тытăнасшăн. Анчах наркăмăш кăларакан çак çĕнĕ завод Чăваш Ене укçаран ытла рак йышши тĕрлĕ чир-чир кÿресси халех паллă.

ТАВАХ, МИХАИЛ ВАСИЛЬЕВИЧ,

ПИРЕ МАСАР ÇИНЕ ХĂВĂРТ ĂСАТНĂШĂН!

Китайсем хăйсен çĕнĕ за-водне Çĕнĕ Шупаш-карти «Химпром» т е р р и т о р и й ĕ н ч е вырнаçтарасшăн. Кун пирки Раççейĕпех пĕлтерчĕç. 2015 çулхи март уйăхĕнче Рак чирĕсене тĕпчекен пĕтĕм тĕнче аген-стви глифосат этем организмĕшĕн кан-цероген пулнине туп-са палăртнă. Рак, аст-ма, чĕре чирĕсемпе питĕ нуша куракан-сен Михаил Игнатье-ва çакăн пек «çутă» малашлăхшăн тав ту-малли çеç юлать. «Та-вах, Михаил Василье-вич, - тейĕç вĕсем, - пире чир-тен хăтарса часах масар çине кайса выртма пулăшнăшăн!».

Сергей Семенов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ:

«Аякран укçа килни – лайăх япала. Çĕнĕ ĕç вырăнĕсем тупăнни те аван. Анчах та ма-лашне кунта хваттер туянакан тата кунтах тĕпленсе пурăнас кăмăллă çамрăксем тупăнасси питĕ иккĕленÿллĕ. Пирĕн Çĕнĕ Шупашкарта татах хăрушă хи-ми завочĕ хута каясси пирки

УКÇАШĂН АНТĂХАКАН ТĂВАН АМĂШНЕ СУТНĂ…

Кунта «Химпром» вĕлернĕ çынсем выртаççĕ. Фото: Константин ИШУТОВ.

пĕлсе-тăрса вĕсем аякка туха-туха кайĕç. Мĕнле пурăнмалла кунта? Пĕтĕм тасамарлăх - Çĕнĕ Шупашкарта. Химзавод – кунта, шăк-пăх тасатмалли сооруженисем - кунта, ТБО полигонĕ – каллех кунта!».

Игорь Моляков, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ:

«Халăх, чăвашсем, куçăрсене уçсамăр! Китайри хими завочĕ сирпĕннĕ хыççăн мĕн пулнине куртăр-и? Хăрушă вĕт-ха. Çĕр-çĕр çын аманнă, вилнĕ. Взрыв эпицентрĕ вуншар киломе-тра тăсăлнă. Ку вăл халь куçа курăнаканнисем анчах-ха. Ăçта вара Аврелькин министрпа Михаил Игнатьев шантаракан

хальхи йышши хăрушсăр тех-нологисем? Ман шутпа Чăваш Ен пуçлăхĕсене пурăнма Хим-прома куçарса килмелле».

Нина Васильева, Канаш районĕ:

«Чăваш пулсан та Игнатьев çичĕ ютран та хăруша çын ик-кен вăл! Пăх-ха, мĕн шутла-са тупнă çак – хими завочĕ лартса халăха тĕп тăвасшăн. Укçаран шăршă кĕмест теççĕ те – ку укçаран вара ешо как кĕрĕ! Темшĕн Калугăра инве-сторсем автозавод лартаççĕ,

Михаил Игнатьевпа Виктор Вексельберг иккĕшĕ чăваша химипе тĕп тăвасшăн

Липецкра италянецсем чаплă холодильниксемпе ытти тех-ника кăлараççĕ, Чăвашра ва-ра тепĕр химзавод лартса пе-стицид кăларма шутлаççĕ. Чăвашсем каллех хăйсен сывлăхне «кăлпассипе» улăштараççĕ. Хăçан тăн кĕрет-ши çак халăха? Кам калать?!».

Михаил Яруткин, Çĕнĕ Шу-пашкар хули:

«Хăйĕн кĕске ĕмĕрĕнче темĕн те тÿссе нуша куракан Çĕнĕ Шупашкара чăннипех те шел. Кăçал 55 çул тулта-ракан хулара пурăнакансем «Химпромра» час-часах пул-са иртекен аварисене пурне те астăваççĕ, ытлашши шăв-шав кăлармасăр, шăпăрттăн виле-

кен ашшĕсемпе упăшкисене пы-тарнисене те манса кайман-ха. Ун чух вĕсем мĕнле вилни пир-ки те кухньăра çеç калаçкалатчĕç . Влаçсем яла-нах пире хулара сывлăш нормăра, фон йĕркере тесе каласа лăплантаратчĕç. Çавал çывăхĕнчи юманлăх ва-ра хăрсах-хăрсах пыратчĕ, ю х а н ш ы в ĕ те сăрăхса

–шăршланса ларчĕ. Халĕ те куç умĕнче: ирпе шкула кайнă чухне хлор шăрши кĕрекен тĕтре витĕр утаттăмăр. Тĕтри вара питĕ çăраччĕ, çĕр çийĕпе метр çурă çÿлелле йăсăрланса хăпаратчĕ. Кашни кун тенĕ пе-кех çаплаччĕ. Ман паллакан-сен тата вĕсен ачисен пурин те тенĕ пекех астма, аллерги та-та темĕн йышши чир. Халь ак тата Игнатьев Китайран хим-завод илсе килсе лартасшăн. Ман сăмах çитмест…

С.БЕЛОВ

Page 4: Самана

Plate: (C M Y K )

Игнатьев ВрИОна Чăваш Республикин Пуçлăхĕ пулма «Справедливая Россия» парти-рен кандидата тăнă Олег Нико-лаев телевиденипе эфира тух-са куçа-куçăн калаçăва чĕннĕ.

Ара, чăн та, кандидатсем вăл е ку ыйтупа мĕн шутланине, ăна мĕнле татса па-ма пулнине ку-ра суйлавçăсем иккĕшне тан-лаштарса хак па-ма пултараççĕ-çке. Тавлашура чăнлăх çуралать теççĕ вĕт. Демо-крати вăхăтĕнче «теледебаты» те-кен передачăсем экрансен ум-не миллион-шар çынна пуç-таратчĕç. Тĕ-рĕслĕх шыраса кандидатсем пĕр-пĕрне тÿнккени те пулнă.

Михаил Игнатьев çавнашкал передачăна хутшăнма ки-лĕшмесси каламасăрах пал-лă. Республикăри пурнăç шăпах вăл влаçа килсен ыт-ла йĕркесĕрлĕнсе кайрĕ-та-ха.Тÿрремĕн эфира тухсан хăйне майсăр ыйтусемпе тÿнккесе пĕтерессе лайăх ăнланать.

Игнатьева çывăх çынсем лару-тăрăва çапларах ăнлантарнă: «Кам Игнатьев та, кам вара Нико-лаев – ахаль депутат. Уйрăмлăх çĕрпе пĕлĕт хушшинчи пек. Вăт халь шутлăр. Иккĕш хире-хирĕç ларса телеэфира тухрĕç-тĕк, Игна-тьев çĕнтерчĕ-тĕк – çакна куракан-сем йĕркеллĕ йышăнмалла. А-аа, мĕн вара вăл – темĕнле депутата

4 САМАНА #3 (03) 2015 ç.ИГНАТЬЕВ ТĔЛĔНТЕРМĔШĔСЕМ

Редакци адресĕ: 429537, Парк ур. 1-мĕш çурт, Ярапайкасси ялĕ, Муркаш районĕ, Чăваш РеспубликиТелефон: 89063803776 e-mail: [email protected] Тираж: 999 экз. № заказа - Типографи: 607511, ООО «Сергачская типография», Ниже-

городская обл., г. Сергач, пос. Юбилейный,д. 13 а, Россия, Хакĕ: тÿлевсĕр (16+)

«САМАНА» Учредитель тата издатель: Э. В. МочаловТĕп редактор: Э. В. Мочалов

РФ «Массăллă информаци хатĕрĕсем çинчен» саккунпа килĕшÿллĕн,

Роскомнадзорта регистрациленмен.

Çавал юхан-шывĕ урлă выртакан Çĕрпÿ кĕперĕ хăçантанпа халăха нуша кăтартать ĕнтĕ.

Юсав ĕçĕсене пула каçă умĕнче кунсерен пин-пин машина кĕпĕрленет, çитес çĕре вăхăтра çитеймест. Республикăра пурăнакансем те, хăнасем те мăран строительсене мĕн кала-са кăна вăрçмаççĕ пулĕ. «Прав-да ПФО» пĕлтернĕ тăрăх, 2014 çулхи август уйăхĕнче ху-та каймалли çĕнĕ кĕпер хăçан уçăласси те паллă мар иккен.

Михаил Игнатьев вара Çĕрпÿ кĕперне кăçалхи сентябрĕн

1-мĕшĕ тĕлне туса пĕтерсе телейлĕ суйлавçăсем унăн тăрăх уншăн суйлама шик шăхăрса кайĕç тесе сăмах панăччĕ. Кĕпер тăвакан «Баш-киравтодор» предприяти Игна-тьев пуçарăвне те ăнланман, те ăнланас темен. Пĕр сăмахпа, хисепĕ çук çынна хисеплемен строительсем. Халăх вара мĕнпе айăплă? Игнатьева пула та-та мĕн чуль нушаланмалли-ши машинпа Çĕрпÿ кĕперĕпе çÿрекенсен?

В.ФилипповФото: «Правда ПФО»

ÇĔРПŸ КĔПЕРĔ ПУРНЕ ТЕ НУША КĂТАРТАТЬ

ВрИОна УРĂХХИПЕ УЛĂШТАРАÇÇĔ?

шеплеттерчĕ, тейĕç. Енчен те Ни-колаев Игнатьева çĕнтерчĕ пул-сан – пĕтрĕ пурнăç вара! Çурăлса каймалла намăс пулать. Никола-ева пит кирлĕ пулсан кайтăр ав Шурчанов патне, ларччĕр иккĕш

тавлашса. Пирĕншĕн çавах кам 2-мĕш вырăна тухать».

Шанчăклă çăлкуçсем пĕлтернĕ тăрăх тĕрĕссипе Ми-хаил Игнатьевăн суйлав штабĕ вĕсен кандидачĕ сентябрĕн 13-мĕшĕнче çĕнтереймессе лайăх пĕлсе тăрать. Çавăнпа халĕ Иг-натьев команди пикенсех 2 –мĕш тура хатĕрленет. Анчах та экспертсем пурте тенĕ пе-кех Игнатьев 2-мĕш турта 10 % ытла пуçтараймасть те-се шутлаççĕ. РФ Президенчĕн Администрацийĕ сентябрĕн 13-мĕшĕнчи сасăлавра мала ту-хаймасан 2-мĕш турта Игнатье-ва урăх кандидатпа улăштарас шухăшли паллă.

А.Леонтьев

ЫЙТУ - ХУРАВ

ЧĂВАШРИ ÇĔРСЕНЕ БУЙВОЛПА СУХАЛАМА ПУÇЛАСШĂН

Чăваш радиовĕпе республикăри усă курман çĕрсене китаецсене парасси çинчен калаçкаларĕç. Михаил Игнатьев вĕсене кунта ил-се килессишĕн пит çунать имĕш.

В.Смирнов, Елчĕк районĕЧăн та, М.Игнатьев Китай инвестицийĕсене Чăваш Ене илсе килес

тĕллевпе вĕсене çĕр парасси пирки пĕрре кăна каламан. «Эпĕ хам Китайра пулса та вĕсем мĕнле ĕçленине те курса.

Çирĕплетсех калама пултаратăп – питĕ ĕçчен халăх, - терĕ радио-интервьюра Михаил Игнатьев. – Вĕсем çĕр çинче техникăпа ĕçлеççĕ, хăш-пĕр çĕрте буйволсемпе те сухалаççĕ. Китаецсем кунта килсен пи-ре мĕнле ĕçлемеллине вĕрентĕç. Эпĕ пытармастăп, чăннипе кала-сан Чăваш Енре сухаламан вуншар пин гектар çĕр выртать. Атту пи-ре уншăн вăрçкалаççĕ, халĕ çав çĕрсене Китая парсан проблема та татăлать».

Игнатьевпа республикăра пурăнакансем килĕшесшĕнех мар. Инçет Хĕвелтухăçĕнче, Çĕпĕрте китаецсем ĕçленĕ çĕрсем юрăхсăра тухни çинчен нумай калаçаççĕ. Химикатсемпе питĕ вăйлă усă курнăран чăн та çумкурăк ÿсмест вĕсен çĕрĕ çинче, анчах тăпра наркăмăшланнăран унта çиме юрăхлă çимĕç ÿсесси иккĕленÿллĕ.

ИНКЕК

ТĔЛĔНМЕЛЛЕ ЧУНСĂР ÇЫНСЕМ ÇАВ «ЕДИНАЯ РОССИЙĂРА»!

Июлĕн 14-мĕшĕнче Çĕмĕрлере тĕлĕнсе каймалла чунсăрла япа-ла пулса иртнĕ. Çын çунса вилнĕ. Ленин урамĕнчи 8-мĕш çуртра. Иккĕмĕш хутри хваттерте. Çав вăхăтра - çын нушаланса çуннă чух - çак çуртăн 1-мĕш хутĕнче «Единая Россия» парти конференци ирттернĕ, хула пухăвне хăйĕн çыннисене депутата суйланма тăратас ыйтупа пуçтарăннă. Хăрушă ин-кекрен çăлма партиецсем патне чупса пырса пулăшу та ыйтнă. Анчах та çулăм ярса илнĕ çынна пушар-тан кăларма пĕр едино-росс та тухман! Çакăн пир-ки илтнĕ халăх «Единая Российăран» тĕлĕнсе хыт-са кайнă.

Л.Васильев

27.08.2015 ç. пичете панă